ферма

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси — яваплă та пĕлтерĕшлĕ вăхăт. Çулла çине тăрса ĕçлесен, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесен, паллах, кулянмалли çук. Тикашри «Иванов Н.А.» хуçалăхĕнче, пĕлетпĕр ĕнтĕ, тĕш-тырă тата тĕрлĕ ÿсентăран культурисем çитĕнтернисĕр пуçне вăкăрсем тытаççĕ. Паянхи кун фермăра 90 пуç хура-шурă тĕслĕ вăкăр хĕл каçать. Утă-улăмпа, сенаж—фуражпа апатлантараççĕ çамрăк вăкăрсене. Шыв ĕçтерессине автоматизациленĕ. Вăкăрсем фермăра кăкарăнмасăрах тăраççĕ. Вĕсене пулса çитиччен тата çулталăк усрамалла-ха. Хуçалăх пуçлăхĕ Николай Анатольевич хуçалăхра ывăлĕсемпе пĕрле тăрăшать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика