Юлашки пилĕк çул хушшинче Чăваш Енре 40 ытла ача садне çĕнетнĕ. «Вĕренÿ объекчĕсенчи капиталлă юсав ĕçĕсене «Единая Россия» парти контрольлесе тăрать», - тесе палăртнă РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
«РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ача сачĕсене çĕнетессипе федераллă программа старт илнĕ, Чăваш Ен ăна пурнăçлассипе пĕрремĕш регионсен шутне кĕнĕ. Çавна май юлашки пилĕк çулта пирĕн республикăра 41 ача садне юсаса çĕнетнĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсен капиталлă юсавне «Единая Россия» парти контрольлесе тăрать», - тесе пĕлтернĕ Алла Салаева. Çĕмĕрлери ача садĕнче пыракан юсав ĕçĕсем мĕнлерех шайра пынине Алла Салаева хăй те тĕрĕслесе тăрать. Ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 100 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
«Асăннă объектăн подрядчикне те улăштарнă, проектне те хушма ĕçсем пурнăçлама улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă ĕçсен кашни тапхăрне ЧР Вĕрентÿ министерствипе, ЧР Строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствипе, вырăнти муниципаллă округпа, ача садне çÿрекен ашшĕ-амăшĕсемпе сÿтсе явса тивĕçлĕ решени йышăннă. Çакна палăртмалла: ача сачĕ июнĕн 10-мĕшĕччен ачасене йышăнма пуçламалла. Çĕмĕрлесемшĕн çакă чăннипех те кĕтнĕ самант пулĕ»,- тесе палăртнă Алла Салаева. Çитес вăхăтра кунти ĕçсен тепĕр тапхăрĕ пуçланмалла. Ку вăл ача сачĕн территорине хăтлăлатасси, ачасем валли вылямашкăн ятарлă площадкăсем йĕркелесси тата ытти те.
Зинаида ПАВЛОВА
