2026 çулта Раççей Социаллă Фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ санаторисемпе курортсенче канма 617 путевка панă. Путевкăсене инвалидлăхлă çынсем, çав шутра ачасем тата вĕсене пăхакансем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, «Жителю блокадного Ленинграда» знак илнисем, пуçне хунă /вилнĕ/ вăрçă инваличĕсен çемйисен членĕсем тивĕçнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăн 10 ветеранне путевкăсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче панă.
