Ĕçлĕ эрне Вăрмар округĕнче савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев округри çамрăк çемьесене çурт-йĕр сертификачĕсем пачĕ. Асăннă документ пурăнмалли çурт-йĕр туянас е уйрăм çурт строительствине пурнăçлас тĕллевпе социаллă пулăшу илме ирĕк парать. Çурт-йĕр сертификачĕсене Викторов­сен, Прокопьевсен, Агаевсен, Игнатьевсен тата Павловсен çемйисем тивĕçрĕç. Василий Викторович çамрăк çемьесене саламларĕ, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулма, килĕшÿре тата ăнланура пурăнма сунчĕ, вĕсен килĕсенче яланах ача-пăчан хаваслă сасси янăрасса шаннине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика