ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче ытларикун иртнĕ канашлура тĕллевлĕ хушусем панă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине халалланă республикăри мероприятисемпе çыхăннă. Республикăри 32 пин ытла çынна Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тивĕçлĕ тÿлевсем проактивлă йĕркепе заявленисемсĕрех панă. Çав вăхăтрах икĕ пине яхăн çын тÿлеве хальхи вăхăтра кирлĕ даннăйсем çуккине пула илеймен.
Олег Николаев Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствине çăмăллăхсемпе усă куракансен даннăйсен базине тĕрĕслеме тата вĕсене çĕнетсе тăма хушнă.
«32 пин ытла çынна тÿлевсене проактивлă майпа панă - ку аван кăтарту. Анчах та тÿлев илекенсен 5 процентран ытларах пайĕ вĕсемсĕр юлнă. Тĕплĕн тишкерме тата даннăйсене çĕнетме хушатăп. Тÿлевсене вăхăтра тата туллин пурин патне те илсе çитермелле», - тесе палăртнă Олег Николаев.
Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова ăнлантарнă тăрăх, укçа-тенкĕ каялла таврăннă тĕслĕхсем ытларах чухне банк карттине е пурăнмалли вырăна улăштарнипе çыхăннă. Тÿлев илеймен граждансем Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центра кайма пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2026 çултанпа Чăваш Енре Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тÿлевсене çулсеренех пама тытăнаççĕ. Вĕсен виçи çакнашкал: 10 пин тенкĕ — вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, участниксен тăлăх арăмĕсем, концлагерьсенчи çул çитмен узниксем, блокадăри Ленинградра пурăннă çынсем валли; 3 пин тенкĕ — тыл ĕçченĕсемпе «вăрçă ачисем» валли.
Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ çулĕсем» çарпа патриотизм программине пурнăçласси çинчен сăмах пуçарнă май Олег Николаев шкул ачисене патриотизм маршручĕсене ытларах явăçтарма сĕннĕ. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕнче автотранспортлă тата çуран экскурсисене 900 ытла шкул ачи хутшăннă. Планра 5-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе пĕлÿлĕх турĕсем ирттересси.
Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова çак эрнере пĕр вăхăтрах тăватă муниципалитетра — Канаш, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ округĕсенче — «Çĕнтерÿ ритмĕнче» республикăри автоклубсен фестивалĕ пуçланнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ округсенчи автоклубсен ĕçне ытти патриотла акцисемпе, çав шутра Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн «Песни о СВОоих» проекчĕпе пĕрле йĕркелеме кирли çинче чарăнса тăнă.
ЧР ПА пресс-служби
