«Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланакан профориентаци ĕçĕн тĕллевĕ — граждансене професси суйлама, ĕç кун-çулне йĕркелеме, квалификацине ÿстерме, ĕçе вырнаçма пулăшасси.
Асăннă наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн, экзаменсем пуçланиччен маларах, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11-мĕш химипе биологи класĕнче вĕренекенсем Вăрмарти тĕп больницăра интереслĕ те усăллă экскурсинче пулчĕç.
Вăрмарти тĕп больницăра визитпа пулни пулас профессине медицинăпа çыхăнтарас кăмăллă çамрăксене сиплев учрежденийĕн ĕçне шалтан курма май пачĕ. Пулас выпускниксем тавракурăмне те анлăлатрĕç, пациентсен тата лаборантсен вырăнĕнче те пулса курма пултарчĕç.
Больница сотрудникĕсем шкул ачисене учрежденин тĕп уйрăмĕсемпе паллаштарчĕç. Экскурси физиотерапи кабинетĕнчен пуçланчĕ, кунта вĕсене сывлăха çирĕплетмелли хальхи йышши мелсем çинчен каласа пачĕç. Унтан аслă классем рентген-кабинетра тата реанимаци уйрăмĕнче пулса курчĕç. Тухтăрсемпе медицина сестрисем кăткăс оборудование ĕçлеттермелли йĕрке, васкавлă пулăшу кÿмелли уйрăмлăхсем çинчен ăнлантарчĕç.
Практика пайĕ уйрăмах тухăçлă тата кăсăклă иртрĕ. Больница ĕçченĕсем тимлесе тăнипе çамрăксем артерири юн пусăмне виçрĕç, юнри кислород шайне палăртрĕç, электрокардиограмма ÿкерсе илчĕç, çавăн пекех юн ушкăнне палăртмалли экспресс-тестировани турĕç.
Пĕтĕмĕшле каласан, Вăрмарти тĕп больницăн тухтăрĕсемпе медицина сестрисем шкул ачисене ăшшăн кĕтсе илчĕç, вĕсен пĕлĕвне ÿстерчĕç. Экскурси çамрăксем пулас профессине чăннипех те тĕрĕс суйланине ăнланса илме пулăшрĕ.
Татьяна САПАРКИНА, шкул директорĕн заместителĕ
