«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти Спорт шкулĕн спорт залĕнче бокс енĕпе республика турнирĕ иртрĕ. Спорт мероприятине Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалласа тата Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Меркурий Николаевич Николаева асăнса йĕркеленĕ.
Асăннă турнира ирттерме тытăннăранпа 11 çул çитрĕ. Унта пĕтĕм республикăри чи вăйлă боксерсем хутшăнаççĕ. Наградăсемшĕн Вăрмар муниципаллă округĕн, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Куславкка хулисен, Красноармейски, Элĕк, Вăрнар муниципаллă округĕсен представителĕсем тупăшрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе турнирăн хисеплĕ хăнисем хушшинче Пĕтĕм Союзри тата халăхсем хушшинчи ăмăртусен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, ветерансем пулчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ — Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ, бокс енĕпе Олимп чемпионĕ пулнă Валерьян Соколовăн воспитанникĕсем тата ун çулĕпе пыракансем.
Ăмăртăва хутшăнакансен, тренерсен, болельщиксен умĕнче сăмах илнĕ май Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков бокс çыннăн лайăх енĕсене туптанине, кăмăла çирĕплетнине, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хистенине палăртрĕ. Çапла майпа ринг çинче кăна мар, кулленхи пурнăçра та ăнăçуллă пуласси иккĕлентермест.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçса А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти Спорт шкулĕн фитнес-аэробика уйрăмĕн «Чĕре çемми» команди хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, хавхалану кÿчĕ. Руководителĕ — Н.В. Давыдова.
Кашни тупăшу вăйлă, кăтартуллă, компромиссăр иртрĕ. Тренерсем те, судьясем те, куракансем те ăмăртусем вĕçленичченех спортсменсен тупăшăвĕсене хытă тинкерсе сăнарĕç.
Турнирăн çĕнтерÿçисене тата призерĕсене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе наградăларĕç. Судьясен коллегийĕн йышăнăвĕпе спортсменсене «Турнирăн чи лайăх боксерĕ», «Чи лайăх техникăшăн», «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» номинацисенче ятарлă наградăсемпе чысларĕç.
Геннадий НИКОЛАЕВ, бокс уйрăмĕн тренерĕ
