«Единая Россия» парти пулăшнипе Чăваш Енре «Автоклубсем Çĕнтерÿ ритмĕнче» республика фестивалĕ старт илнĕ. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, аякри ялсенче пурăнакансем тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсен патриотла проекчĕсене курма пултарĕç.
«Единая Россия» партин «Тăван ен культури» проекчĕпе килĕшÿллĕн тăватă муниципаллă округра «Автоклубсем Çĕнтерÿ ритмĕнче» республика фестивалĕ пуçланнă. Фестиваль марафонĕ çăвĕпех тăсăлĕ, пĕчĕк тата аякри ялсенче пурăнакансене муниципалитетсенчи тата республикăри пултарулăх коллективĕсен патриотла проекчĕсемпе паллаштарĕ.
Пĕрремĕш мероприятисем Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Канаш тата Комсомольски окргуĕсенче иртнĕ. Фестивале пĕтĕмлетсе сентябрь уйăхĕнче республикăра гала-концерт иртĕ, унта чи лайăх художествăлла проектсене кăтартĕç.
Фестивале республикăн Культура министерстви тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ йĕркеленĕ. «Пирĕн автоклубсене халăх кăмăллать. Артистсем яла килсе концерт лартса пани çынсен кăмăлне çĕкленине эпир куратпăр. Муниципалитетсенчи художествăлла программăсен пахалăхĕ, солистсен тата коллективсен пултарулăхĕ тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем халăхран пысăк тав сăмахĕсем илтеççĕ. Çынсемшĕн ку вăл чăнах та уяв», — тенĕ Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова пĕрремĕш куракансен умĕнче организаторсен ячĕпе тухса калаçнă май.
Автоклуб культура çурчĕсем çук ялсенче концертсем, мероприятисем ирттерме пулăшать. Ăна видеоаппаратурăпа, çутă тата сасă оборудованийĕпе тивĕçтернĕ, пултарулăх коллективĕсене илсе çÿреме вырăнсем те пур. Культура министерствин даннăйĕсем тăрăх, юлашки виçĕ çулта автоклубсем 895 ялта пулнă, вĕсен концерт программине 108 пине яхăн çын курса киленнĕ. «Куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕсем сахал çын пурăнакан ялсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен культурăллă пурнăçран аякра пулмалла мар, автоклубсем вара Чăваш Ен çыннисене, вĕсем хăш ялта пурăннине пăхмасăрах, культура ырлăхĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсем «Единая Россия» партин «Тăван ен культури» проектне кĕнĕ, вĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ырланă, республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварса кашни муниципаллă округа автоклубсемпе тивĕçтерме хушнă. Çавăнпа кашни муниципалитетрах автоклубсем ĕçлеççĕ», — палăртнă ЧР культура ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова.
Вăрмар округĕнче те автоклуб пĕчĕк тата аякри ялсенче пурăнакан çынсене концертсемпе савăнтарсах тăрать. Автоклуб уççине пирĕн округ 2024 çулта «Культура» наци проекчĕ шайĕнче илнĕ пулнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
