Чăваш Республикинче 2026 çулхи çуллахи тап­хăрта «Сывлăх патне утăм» пысăк медицина проекчĕ çĕнĕрен пуçланĕ. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительствăна мобильлĕ пунктсене ĕçе хатĕрлеме хушу панă, çĕнĕлĕхсем — «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Кардиопуйăс» тухса çÿрекен бригадăсем — пуласса пĕлтернĕ.

«Сывлăх патне утăм» проект хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетрĕ, халăхра ăна ырласа йышăнчĕç, вăл çĕнĕрен хута кайĕ. Тĕп тĕл­лев — çынсен сывлăхне массăллă тĕ­рĕс­лесси кăна мар, республикăра пурăнакан кашни çынна сывлăхшăн хăрушă чир-чĕр пирки малтанхи тапхăрта пĕлме тата квалификациллĕ пулăшăва вăхăтра илме май парасси те», — палăртнă Олег Николаев.

Медицина шатерĕсем июнĕн 24-мĕшĕнче — Рес­публика кунĕнче ĕçлеме тытăнĕç. «Ача-пăча тухтăрĕ» пĕрремĕш çулçÿреве июнĕн 1-мĕшĕнче тухĕ. «Кардиопуйăс» муниципалитетсене июнĕн 4-мĕшĕнчен çÿреме пуçлĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн Владимир Степановăн даннăйĕсем тăрăх, 2025 çулхи сезонта медиксем 69 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 1600-е яхăн чир-чĕр тупса палăртнă. Вĕсен йышĕнче — артерири юн пусăмĕ хăпарни, сахăр диабечĕ, усал шыçăсем.

Малтанхи тĕпчев хыççăн 20 пин ытла çынна тарăнрах тĕрĕсленме янă. Унсăр пуçне 3 пине яхăн çын мобильлĕ пунктсенче грипп чирне хирĕç вакцинаци тутарнă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Сывлăх патне утăм» проект лапамĕсенче граждансен пуçарăвĕсене, сĕнĕвĕсене пуçтарма чĕнсе каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнÿсене Комплекслă аталану программипе шайлаштарса пуçтармаллине палăртнă.

Олег Алексеевич «Сывлăх патне утăм» проектăн графикне кĕске вăхăтра йĕркелеме хушнă. Малтанлăха планланă тăрăх, медицина бригадисем çĕнĕ сезонта 500 ытла хут çула тухĕç, 73 пин çынна вырăнта медицина тĕрĕслевĕпе тивĕçтерĕç.

Регион Пуçлăхĕ проекта хутшăнакан медицина ĕçченĕсене хăйсене те пулăшмаллине, ку ĕçе волонтерсене хутшăнтармаллине каланă. «Единая Россия» фракцин ЧР Патшалăх Канашĕнчи руководителĕ, «Сывă пуласлăх» проект координаторĕ Николай Николаев пĕлтĕрхи çул парти членĕсем тата волонтерсем халăха проект пирки пĕлтерес ĕçе активлă хутшăннине аса илтернĕ, кăçал та ĕçлеме хатĕр.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика