Кĕтеснер ялĕнче пурăнакан Надежда Николаевнăпа Александр Николаевич Захаровсем Вăрмар халăхне чылай çул илемлĕ чечексемпе савăнтараççĕ.
Кашни çулах май уйăхĕнче пасарта черет тăрса чечек калчисем туянаççĕ вĕсенчен, килтен те пырса илсе каяççĕ. Чечексемсĕр пуçне килти хуçалăхра тĕрлĕ пахча-çимĕç калчисем те çитĕнтереççĕ. Тăватă пысăк теплицăра петуни, бархатцы, виола, фиалка, вербена, георгин, хризантема, кабачок, арбуз, купăста, пăрăç, хăяр, помидор тата ыттине те ÿстереççĕ. Чечек вăррисене февральтех акса хăвараççĕ. Чылай çул тытса пыракан ĕçне чунпа пурнăçлаççĕ Захаровсем, çакă вĕсене тупăшсăр пуçне хавхалану та кÿрет.
Эвелина МИХАЙЛОВА
