«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин тĕллевĕсене пурнăçланă май Вăрмар муниципаллă округĕнче, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче, пысăк спорт мероприятийĕ — СССР спорт мастерне Николай Анатольевич Сейфуллина асăнса 2013-2014 çулсенчи хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче самбо енĕпе республика шайĕнчи Х турнир иртрĕ.
Ăмăртусене Чăваш Енри тата ытти регионсенчи, çав шутра Киров облаçĕнчи, Мари Эл, Тутар Республикисенчи, 180 ытла çамрăк самбист хутшăнчĕ. Паллах, Вăрмар спортсменĕсем те — Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕсем — турнирта активлăхпа палăрчĕç.
Ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçнă май самбистсене ăнăçу сунса хисеплĕ хăнасем тухса калаçрĕç. Вĕсен хушшинче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн регионти координаторĕ Леонид Пронин, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, самбо тата дзюдо енĕпе СССР спорт мастерĕ, СССР Кубокĕн çĕнтерÿçи, СССР Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи, Н.А. Сейфуллинăн пиччĕшĕ Юрий Анатольевич, «Единая Россия» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн обществăлла Канашĕн председателĕ Андрей Карпунин тата ыттисем те пулчĕç. Вĕсем Вăрмар округĕ хăйĕн паллă спортсменĕсемпе мухтавлă пулнине, республикăра кăна мар, çĕршывра тата ун тулашĕнче те Вăрмар тăрăхĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленине палăртрĕç. Вăрмар округĕнчен самбо енĕпе паллă спортсменсем сахал мар тухнине, вĕсен йышĕнче Николай Сейфуллин та пулнине каларĕç.
Мероприятие ирттерме пулăшу кÿнĕ спонсорсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă самбистсем — самбо енĕпе Атăлçи Федераллă округĕнче иртнĕ ăмăртусен çĕнтерÿçи, Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртусен кĕмĕл призерĕ Анна Ерукова /тренерĕ И.Никитин\ тата самбо енĕпе Атăлçи Федераллă округĕнче иртнĕ ăмăртусен бронза призерĕ Камилла Андреева /тренерĕ Л.Уливанов\ асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
Ăмăртусем сывламасăр тенĕ пек иртсе кайрĕç. Çамрăк самбистсем çивĕч тупăшусенче хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Спорт мероприятийĕ вĕсене хавхаланупа çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Турнирăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе, медальсемпе, укçа-тенкĕ илмелли сертификатсемпе, çавăн пекех «Спортмастер» лавккан сертификачĕсемпе наградăларĕç. Мала тухнисен хушшинче вăрмарсем те пулнине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех пирĕн ентешсене ятарлă парнесемпе те чысларĕç: Камилла Андреевăна /Вăрмар поселокĕ\ — «Чи лайăх техникăшăн» номинацинче, Арсений Антонова /Вăрмар поселокĕ\ — «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» номинацинче.
Тепĕр савăнăçлă хыпар та пур. Кашни категоринчи çĕнтерÿçĕсем хушшинче турнирăн тĕп парнине — телевизор — выляттарчĕç. Ăна та Вăрмар çамрăкĕ — 65 килограмран сахалрах таякан самбистсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă Илья Степанов тивĕçрĕ. Ăнăçу чăннипех те вăрмарсен енче пулчĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
