СВО ветеранĕсем мирлĕ пурнăçа туллин таврăнасси нумай чухне юратнă ĕçпе ĕçлеме майсем пуррипе çыхăннă. Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене ку енĕпе «Поддержка СВОих» клуб пулăшать. Клубăн ларăвĕсем кварталта пĕр хутчен иртеççĕ. Кашни муниципалитетра СВО ветеранĕсене чĕрĕ калаçăва хутшăнма йыхравлаççĕ. Ветерансемпе пĕрле мероприятисене «Тă­ван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн социаллă координаторĕсем, психологсем, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем хутшăнаççĕ.

«Пирĕн тĕллев — СВО ветеранĕсене мирлĕ пурнăçа часрах таврăнма пулăшасси. «Поддержка СВОих» клубра ветерансем куçа-куçăн калаçаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе тата пĕлĕвĕсемпе паллашаççĕ, малашнехи çул-йĕре палăртаççĕ. Чă­ваш Енре вĕсем çĕнĕ професси илме, «Фермер шкулĕнче» тата «Свой бизнес» программăпа вĕренме, «Агромотиватор» грант илме пултараççĕ», — тет фондăн регионти филиалĕн руководителĕ Елена Зайцева.

Тĕслĕхрен, клуб участникĕсенчен пĕри çар службине вĕçленĕ хыççăн автосервис уçнă, халĕ хăйĕн ĕçне аталантарать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика