Çулсерен июнь уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче çĕршывра Пир-авăр тата çăмăл промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл июнĕн 14-мĕш числине лекет. Çăмăл промышленноçпе Раççейре пурăнакан темиçе миллион çын çыхăннă, вĕсем халăха кирлĕ продукцие — тумтир, атă-пушмак, йăлара усă куракан япаласем — туса кăларассипе кунсерен ырми-канми вăй хураççĕ.
Вăрмар округĕнчи ăнăçуллă çĕвĕ предприятийĕн — ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем çĕлессипе ĕçлекен «Светлана» тулли мар яваплă обществăн — тăрăшуллă работникĕсем те çитес вырсарникун хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Кăçалхи праçник пĕлтерĕшĕ унчченхинчен те пысăк «Светланăшăн», мĕншĕн тесен предприяти ĕçлеме пуçланăранпа 15 çул çитнĕ, 16-мĕш çула кайнă.
Предприяти руководителĕсем Светлана Николаевна тата Вениамин Леонидович Белоусовсем — пысăк опытлă предпринимательсем. Вĕсем ертсе пынипе «Светлана» тулли мар яваплă общество ĕç тухăçлăхне, производство калăпăшне çулсерен ÿстерсе пырать, пĕтĕм Раççейĕпех халăха продукципе тивĕçтерет. Çĕнĕрен те çĕнĕ модельсем çĕлесе кăлараççĕ предприятинче, пахалăха малти вырăна хураççĕ, çавăнпа заказсем килсех тăраççĕ.
«Светланăн» туслă коллективĕ 50 çынран тăрать. Çĕвĕ цехĕсем Вăрмар поселокĕнче тата Чупай ялĕнче вырнаçнă. Унсăр пуçне республикăн ытти муниципалитечĕсенче те /тĕслĕхрен, Элĕк, Елчĕк, Канаш, Красноармейски округĕсенче\ предприятипе килĕшÿ туса çĕвĕçсем ĕçлеççĕ.
Ĕçри ăнăçу кадрсенчен тÿрремĕнех килет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕвĕ ĕçĕнче ытларах хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. «Светланăра» та çавăн пекех. Чи пĕлтерĕшли — пурте вĕсем ылтăн алăллă, хастар, хăйсен ĕçне чунтан юратакан шанчăклă работниксем, чылайăшĕ предприяти уçăлнăранпах ĕçлет.
Хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ конкурссенче те çирĕплетсех тăраççĕ çĕвĕçсем. Акă, «Восток-Сервис» компанисен ушкăнĕ йĕркеленĕ регионсем хушшинчи çĕвĕçсемпе атă-пушмакçăсен професси ăсталăхĕн юбилейлă V-мĕш конкурсĕнче «Светлана» тулли мар яваплă обществăн Чупай ялĕнчи çĕвĕ цехĕнче ĕçлекен, кунти бригадăна ертсе пыракан Алина Геннадьевна Якимова призлă вырăна çĕнсе илнĕ тата çĕвĕ оборудованийĕ туянма 10 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Ку вăл питĕ лайăх кăтарту тата пысăк çитĕнÿ! Алина Геннадьевна конкурс шайĕнчи тĕрĕслевсем витĕр çăмăллăнах тухнă, теори пайне те, практика пайне те ăнăçлă пурнăçланă, Вăрмар округĕн çĕвĕçисен ятне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Унсăр пуçне «Восток-Сервис» компанисен ушкăнĕн производство дивизионĕн директорĕ Д.Ю. Демидов «Светлана» тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсене Пир-авăр тата çăмăл промышленноç ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламласа тата профессири пысăк çитĕнÿсемшĕн, производство заданийĕсене пахалăхлă пурнăçланăшăн, çĕнĕ технологисене алла илсе, професси пĕлÿлĕхне ÿстерсе пынăшăн Тав çырăвĕпе чысланă.
Наградăсем пирки калас пулсан, предприяти вĕсене кулленех тивĕçет, мĕншĕн тесен республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем хушшинче яланах малта пырать. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин экономикине аталантарма тÿпе хывнăшăн тата социаллă ĕçри активлăхшăн 2025 çулта Светлана Николаевна РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн А.Л. Салаевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Сăмаха май, заказсем нумайланнипе «Светлана» тулли мар яваплă общество хăйĕн речĕсене çĕнĕ çĕвĕçсене йышăнать. Ĕç опычĕ пулманни темех мар — пĕтĕмпех вĕрентеççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ. Условисем лайăх, вĕсене ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса йĕркеленĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
Сăн ÿкерчĕк çинче: «Светлана» тулли мар яваплă обществăн руководителĕ Светлана Белоусова тата Алина Якимова çĕвĕç.
