Чăваш Республикинче «Барс» отрядăн территоринчи подразделенине йĕркелессипе ĕçсем пуçланнă. Вăл республика территорийĕнче пилотсăр вĕçекен аппаратсене /БПЛА\ тупса палăртса хирĕç тăрассипе тата тĕп тăвассипе специализациленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен Генеральнăй штабĕн организаципе мобилизацин Тĕп управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш заместителĕпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерсе асăннă ыйтăва сÿтсе явнă.
«Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхĕпе хÿтĕлевĕн нумай шайлă тытăмне вăйлатассипе çыхăннă тĕллевсене пăхса тухрăмăр. Пилотсăр вĕçекен аппаратсене хирĕç тăрас ыйтусене пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Регионта пилотсăр вĕçекен аппаратсене тупса палăртса пĕтерекен «БАРС» подразделенине йĕркелессипе ĕçлеме тытăнатпăр. Çапла хÿтĕлев тытăмне тата ытларах вăйлатма май килĕ. Паянхи кун хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме пĕтĕм структурăсен килĕшÿллĕ тата оперативлă ĕçлемелле. Ку енĕпе пыракан ĕçсене контроллесе тăратăп», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Территоринчи подразделенине резервистсен йышĕнчен йĕркелеççĕ. Унта лекес тесен хăвăр пурăнакан вырăнти çар комиссариатне пырса мобилизацири çынсен резервĕнче пулма РФ Оборона министерствипе контракт пусмалла. Пилотсăр тытăмсене хирĕç ĕçлекен «Барс» отряда кĕнĕ граждансене ятарласа вĕрентеççĕ тата хатĕрлеççĕ. Резервистсене СВО зонине ярасси пирки сăмах пымасть. Служба Чăваш Республикин территорийĕнче иртет, ку условие контрактра çирĕплетеççĕ.
ЧР ПА пресс-служби
