«Эпĕ — Раççей çынни» программа шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çул çитмен ачасен социаллă реабилитацийĕпе диагностика уйрăмĕнче патриотла мероприятисем иртрĕç. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывпа мăнаçланма тата патшалăх историне хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе тематика занятийĕсем пулчĕç.
Раççей кунне халалласа «Манăн Аслă Раççей» темăпа патриотлăх сехетне йĕркелесе ирттернĕ. Занятинче ачасем пирĕн çĕршывăмăр, унăн культури, йăлисем, çитĕнĕвĕсем çинчен ытларах пĕлме, Тăван çĕршыва юратнине тата ăна парăннине палăртма пултарчĕç.
«Вăрçă тата Çĕнтерÿ ăрусен куçĕпе» тематика сехетĕнче ачасене пирĕн çĕршывăн паттăрлă историйĕпе паллаштартăмăр. Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне ачасен туйăмĕсем, хумханăвĕсем, искусство произведенийĕсем, çырусем, асаилÿсем урлă уçса пама тăрăшрăмăр.
Хурлăхпа асаилÿ кунне халалланă «Вăрçăн пĕрремĕш кунĕ» паттăрлăх урокĕ те пулчĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн пуçламăшне, совет халăхĕн паттăр ĕçне историлле астăвăмра хăварас, ачасене мир хаклăхне уçса парас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Асăннă мероприятисем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çул çитмен ачасен гражданла позицине йĕркелес тĕлĕшпе Вăрмарти социаллă центрăн ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерешлĕ пайĕ пулса тăчĕç.
Ачасем хăйсем Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕсем пулнине туллин туйса илчĕç, вăй пĕрлĕхре пулнине ăса хыврĕç.
Юлия СТЕПАНОВА, çемьепе ĕçлекен специалист
