Февралĕн 14-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» спорт ăмăртăвĕ иртет. Йĕлтĕрçĕсем поселокри тĕп стадионта ăмăртĕç. Округ администрацийĕнче ку енĕпе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Олимп резервĕн В.Ярды ячĕллĕ 7 номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Семенов та хутшăннă.

Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ăмăрту ирттерсе ямалли ыйтусене сÿтсе явнă.

Йăлана кĕнĕ йĕр­кепе старта шкул ачисем, округ администраци­йĕн, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, спортсменсем, йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕсем, кăмăл тăвакансем хутшăнаççĕ. Мероприяти 10.15 сехетре уçăлать, 10.30 сехетре пуçланать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика