Çулсеренех Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне Алексей Трофимова асăнса велоспорт енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем, çавăн пекех Вăрмар округĕн уçă чемпионачĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Кăçал спорт мероприятийĕ июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче пулчĕ.
Ăмăртусене Чăваш, Тутар, Удмурт Республикисенчи, Мускав, Самара, Свердловск, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Санкт-Петербургри, çавăн пекех Донецк Халăх Республикинчи 210 спортсмен хутшăнма кăмăл турĕ. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă май вĕсен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикинчи велосипед спорчĕн Федерацийĕн президенчĕ Анатолий Семенов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, велоспорт-шоссе тата кросс енĕпе СССР спорт мастерĕ, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Николай Павлов, Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Николаев тухса калаçрĕç, старта ăнăçлă тухма тата финиша çĕнтерÿпе вĕçлеме сунчĕç.
Чыслав саманчĕ те пулчĕ. Пирĕн пултаруллă ентешĕмĕре — Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ, А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче велоспорт çулĕ çине тăнă Никита Петрова велосипед спорчĕ енĕпе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнине çирĕплетекен удостоверени пачĕç.
Унтан ăмăртусен тĕп судйи Александр Саминов спортсменсене мероприяти программипе паллаштарчĕ те кĕçех вĕсем çул ÿсĕмне кура ушкăнăн-ушкăнăн старта тухрĕç. Ăмăртусен судйисем трасса тăршшĕпех кашни хăйĕн вырăнĕнче тăрса тухса спортсменсем финиша тĕрĕс-тĕкел çитчĕр тесе тимлерĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртса пычĕç.
Ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă велосипедистсем медальсемпе дипломсене, кубоксене тивĕçрĕç. Вăрмар округĕн спортсменĕсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Екатерина Федорова /Вăрмарти спорт шкулĕ хисепленсе тăракан Алексей Федорович Федоровăн мăнукĕ\ 3-мĕш вырăна тухрĕ. Вăрмар округĕн уçă чемпионачĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕсенче Алекса Пудрикова 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Аса илер: ăмăртусене Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Трофимов спортсмен ятне асăнса ирттереççĕ. Вăл чи вăйлă велосипедистсенчен пĕри пулнă, Чăваш Республикин чысне регионсем хушшинчи тата Раççейри ăмăртусенче çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Алексей Мăнçырмари вăтам шкулта вĕреннĕ, 1991 çулта А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн велоспорт уйрăмне çÿреме тытăннă, Валерий Николаевич Семенов тренер патĕнче ăсталăхне туптанă. Малтанхи кунсенченех Алексей хăйне лайăх енчен кăтартнă, талантлă та перспективлă спортсмен пулнине çирĕплетсех тăнă. 1996 çултанпа Шупашкар хулинче олимп резервĕн ятарлă вăтам пĕлÿ паракан училищинче пĕлÿ илнĕ, В.Ярды ячĕллĕ 7 номерлĕ олимп резервĕн спорт шкулĕнче Вячеслав Виссарионович Романов ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ ертсе пынипе тренировкăсене çÿренĕ. Питех те шел, унăн старчĕсенчен пĕри инкекпе вĕçленнĕ. Çамрăк спортсмена асăнса кăçал 28-мĕш хутчен ĕнтĕ çак ăмăртусене йĕркелесе ирттернĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
