IMG 6940Йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей кунĕ умĕн Вăрмар округĕнче 14 çул тултарнă çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура паспортсем пачĕç.

Мероприяти Пĕрре­мĕш­­сен юхăмĕн «Эпир — Раççей гражданĕсем!» проекчĕ ша­йĕн­че иртрĕ. Хăйсен пурнăçĕн­чи тĕп документа округри вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан 13 яшпа хĕр илчĕ. Паллă пулăм ячĕпе вĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Волкова, Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн миграци пункчĕн начальникĕ Елена Алексеева, Вăрмар муниципаллă округĕнчи Пĕрремĕшсен юхăмĕн кураторĕ Иван Грачев саламларĕç, кун-çул сукмакĕпе ăнăçуллăн тата çитĕнÿсем туса утăмлама сунчĕç. Çамрăксем паспорт илсе çĕршывăн тулли праваллă гражданинĕсем пулса тăнине палăртрĕç. Анчах Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ гарантилекен правасемпе ирĕклĕхсĕр пуçне çамрăк гражданинсем хăйсем çине Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн яваплăх илнине те каларĕç.

«Паян çав тери çутă кун! Çамрăк вăрмарсем пирĕн аслă çĕршывăмăрăн — Раççей Федерацийĕн гражданинĕн пас­портне илчĕç. Эсир малашне çирĕп пĕлÿ илсе пурнăçа хă­вăр мĕнле ĕмĕтленетĕр — çавăн пек йĕркелеме пултаратăр. Анчах çитĕнсе ура çине тăнă хыççăн эсир пирĕн юратнă Вăрмар тăрăхĕнчех пурăнма юласса шанатăп, мĕншĕн тесен Вăрмар аталанăвĕ çамрăксенчен тÿрремĕнех килет. Эсир пирĕн тăван тăрăха тата илемлĕрех, тата хăтлăрах тă­васса иккĕленместĕп», — терĕ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев.

Паспорт илни — кашни çыншăн çĕнĕ тапхăр тата çĕнĕ явап­лăх, пысăк пĕлте­рĕшлĕ утăм. Яшсемпе хĕрсене Раççей гражданинĕн ятне çÿллĕ шайра тытса пыма, хăюллă пулма, ĕмĕтсене пурнăçлама сунатпăр!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика