Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи ачасен кану лагерĕнче Раççей кунне халалласа анлă мероприяти иртрĕ.
Чи малтанах çамрăк ăрăва Раççей кунĕ ячĕпе асăннă шкул директорĕн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова тата «Единая Россия» политика партийĕн членĕ Юрий Васильевич Соколов саламларĕç. Кану лагерĕн пуçлăхĕ Елена Геннадьевна Викторова Раççей-Аннемĕр сăнĕллĕ тумпа тата ачасем тĕрлĕ наци костюмĕсем тăхăнса куракансен умне утса тухса саламларĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Валерьевна Яковлева та тăван чĕлхепе — чăваш чĕлхипе çамрăк ăрăва Раççей кунĕ ячĕпе саламларĕ, пурне те çутă малашлăх сунчĕ. Вениамин Александрович Быков баянпа каласа ачасем Раççей гимнне юрларĕç. Çакă çамрăк ăрура хăйне евĕрлĕ мăнаçлăх туйăмне çуратрĕ.
Çак кун уяв малалла тăсăлчĕ. Отрядсенче «Раççей паттăрĕсем» темăпа викторина иртрĕ. Ачасем пирĕн çĕршывăн культурипе тата историйĕпе çыхăннă заданисене хаваспах пурнăçларĕç. Уяв кунĕнче çавăн пекех ачасем «Раççей чÿречисем» акцие активлă хутшăнчĕç. Вĕсем чÿречесене патриотлăх темипе çыхăнтарса илемлетрĕç. Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршывпа мухтанатăп!» акцие хутшăнса «Ÿкер, Раççей» ятпа творчествăлла курав та йĕркеленĕ.
Уяв кунĕ «Раççей кунĕпе!» ятпа флешмоб та иртрĕ. Кунта вожатăйсемпе ачасем пурте Раççее халалланă юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç, Çак кун ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулнă. Вăл çамрăк ăрура патриотлăх туйăмне вăйлатрĕ. Пурне те яланах пĕрлĕхре пулма, Тăван çĕршыва юратма, ăна упрама сунатпăр!
Валентина ТАБАКОВА, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн заместителĕ
